Об авторах сборника
Хисеплĕ ачасем!
Эсир çĕнĕ кĕнекепе — "Вăрманти ташă" сăвăсен пуххипе паллашрăр. Сире çак кăларăм килĕшрĕ-и? Ӳкерчĕкĕсем кăмăла кайрĕç-и? Апла пулсан кĕнекене илемлетекенпе тата сăвăсен авторĕсемпе паллаштарам-ха.
Ӳкерчĕксене Петр Николаевич Сергеев хатĕрленĕ. Вăл Елчĕк районĕнчи Шăмалак салинче çуралса ӳснĕ. Художник тăван ялти шкулта рисовани, черчени, технологи (труд) урокĕсене ертсе пырать, çакăнпа пĕрлех Чăваш кĕнеке издательствинче тухакан хайлавсене илемлетет. Эсир Петр Сергеев художник ӳкерчĕкĕсемпе хатĕрленĕ Е. Нарпин "Çумламан йăран", Н. Теветкелĕн "Марине вăййисем", "Чуччу кашти авăнтăр" тата ытти кĕнекесемпе паллашнă та пулĕ.
Анатолий Тимофеевич Тимофеев (Ыхра) çыравçă ачасем валли чылай сăвă-калав хайланă. Маларах унăн "Тăван çĕршыв асамачĕ", "Эс кăçал шкула каятăн", "Пăрчăкан пек хĕр ача", "Автан тус" тата ытти кĕнекисем пичетленсе тухнă.
Кĕнекери тепĕр автор — Михаил Захарович Захаров (Мерчен). Акă еплерех каласа парать вăл хăй пирки: "Пирĕн яла Анаткас Тăрăн теççĕ. Вăл Чăваш Енĕн Шупашкар районне кĕрет. Эпĕ пĕчĕклех сăвăсем çырма юрататтăм. Тăваттăмĕш класра вĕреннĕ чухне вĕсенчен пĕри шкулти стена хаçатĕнче кун çути курчĕ. Каярахпа эпĕ хам алăпа çырса çĕленĕ пӳрне хулăнăш кĕнеке тунăччĕ. Тăрăн шкулĕ мана çирĕп тĕллевлĕ пулма вĕрентрĕ. Каярах пĕчĕкçĕ тусăмсем валли çырнă сăвăсем, калавсем, юмахсем "Çил çунат" (халĕ "Самант"), "Тетте" журналсенче, "Ачапча", "Тантăш" хаçатсенче тăтăшах пичетленсе пычĕç".
Унпа пĕрлех сборника Вăрăм Палюк (Рыбкин Владимир Николаевич) сăввисем те пуянлатрĕç. Вал Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче çуралса ӳснĕ. "Пĕчĕк чухнех сăвă çырма вĕрентĕм. Çут çанталăк илемĕ, юратнă атте-анне, çывăх тус-тантăшсем тата тăван чĕлхе асамĕ мана поэзи тĕнчине илĕртсе кĕчĕç. Эпĕ чĕр чунсене, ка-йăксене юрататăп. Шкулта вĕреннĕ çулсенче пиччепе тата шăллăмпа йывăç çине мĕн чухлĕ сырăш туса çакман-ши! Ача чухне Пăла шывĕ хĕррине пулла çӳренĕ, юлташсемпе пĕрле урамра тĕрлĕ вăйă вылянă. Ачалăхăмри хаваслă самантсем манăн сăвăсенче уççăнах палăраççĕ".
Тăваттăмĕш автор — Людмила Александровна Сорокина (Пурлушкина) — Комсомольски районĕнчи Тукай ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван шкулти хаваслă пурнăç ăна "Пионер сасси" (хале "Тантăш") хаçата тĕрлĕрен заметкăсем çырма хавхалантарнă. Людмила Александровна Патăрьелти пĕрремĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Унăн сăввисемпе эсир "Уйăх ачи" сборникра, "Литература вулавĕ" учебникра паллашнах пулĕ.
"Вăрманти ташă" кĕнекери сăвăсем те вулакансен кăмăлне каясса шанатăп. Анăçу сунатăп сире.
Ольга Васильева